Темле шухӑшлӑ ҫын та пур пуль ҫӗр ҫинче. Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм 46-ри упӑшкине вӗлерме… упӑшкине хӑйне тара тытнӑ.
Ҫын вӗлерекене шыракан хӗрарӑм халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗр арҫынпа чуна уҫса калаҫма тытӑннӑ. Анчах хӑйӗнпе юмахлакан арҫын хӑйӗн упӑшки пулнӑ ҫын иккенне пӗлмен вӑл. Ҫав ҫынна хӗрарӑм упӑшки хӗнесе пурӑнни пирки пӑшӑрханса пӗлтернӗ, ӑна леш тӗнчене ӑсатас шухӑшлине систернӗ. Усал ӗҫшӗн 2 пин евро тӳлеме пулнӑ вӑл. Арҫны малтан хӗрарӑма пулӑшма пулнӑҫи тунӑ-ха. Анчах арӑмӗ чӑннипех вӗлересшӗннине ӑнланнӑ хыҫҫӑн право хуралҫисене пӗлтернӗ.
Халӗ хӗрарӑма пӗтӗмӗшле колоние 5,5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ачасен «KinderМУЗ Awards-2014» музыка премийӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Унӑн лауреачӗсем «Ачасен вунни — Яна Рудковскаяпа» музыка клипӗсен финалисчӗсем пулса тӑнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн эстрада уйрӑмӗн вӗренекенӗсем маттурлӑхпа палӑрнӑ. Антон Самойловпа Мария Тихонова ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ольга Печатнова патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Антон чи лайӑх исполнитель пулса тӑнӑ, Мария Тихоновӑпа юрланӑ дуэт вара куракансен парнине ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесене Филипп Киркоров, Валерия, Глюкоза юрӑҫем, «Ача-пӑча аварийӗ» ушкӑн тыттарнӑ.
Ҫитес вырсарникун тӑвайсем кӗрхи ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Ҫав кун унти культурӑпа кану центрӗ умӗнчи лапамра «Кӗр парни — 2014» кӗрхи ярмӑрккӑ иртмелле. Унта пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне улма-ҫырла хунавӗ те сутма палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра ун пек фестивальсене тӗрлӗ район центрӗпе хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнчен тытӑнса ӑна Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче, 30-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кӗр парни» пирки пӗлтернӗ.
Унта вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма май туса парассине шантараҫҫӗ. Кӗр ярмӑрккине йӗркелекенсем ҫакӑ икӗ еншӗн те усламлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ: сутакансенчен вырӑн укҫи илмеҫҫӗ, туянакансем продукцие туса илекентен тӳрремӗнех туяннине кура йӳнӗрехпе калаҫса татӑлма май килет. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутма Шупашкарта виҫӗ тӗп вырӑн тата 14 хушма лапамсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта — 6-шар вырӑн, Ҫӗмӗрлере — 4, Канашра — 1.
Раҫҫейри топ-500 шкул йышне Чӑваш Енри 6 шкул кӗнӗ. Вӗсем 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗсенче палӑрнӑ: ППЭ-ре тата олимпиадӑсенче.
Шупашкарти 3-мӗш лицей 485-мӗш вырӑн йышӑннӑ, 5-мӗш гимнази — 486-мӗш. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази 487-мӗш вырӑна тухнӑ, 4-мӗш лицей — 488-мӗш. 4-мӗш гимнази 489-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Шупашкарти 1-мӗш гимнази — списокра 490-мӗш.
Шупашкарти 3-мӗш лицей Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкулсен йышӗнче 22-мӗш вырӑна тухнӑ. Кунта Шупашкарти 6-мӗш гимнази тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази лекнӗ. Ку танлашӑма (рейтинга) предмет оимпиадин кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн тунӑ.
Ҫак списока ялти шкулсем те кӗнӗ: Элӗкри И.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Патӑрьелти 1-мӗш шкул, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкул тата Вӑрнарти 2-мӗш шкул.
АВН | 21 |
Кӗркуннехи вӑрманта ҫав тери хитре. Йӗри-тавра хӗрлӗ, сарӑ ҫулҫӑсем выртаҫҫӗ. Ҫул хӗрринчех ватӑ юман ӳсет. Йывӑҫ айӗнче — мӗн чӳхлӗ йӗкел! Эпир, Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫҫӗмӗш шкулта виҫҫӗмӗш «г» класра вӗренекен ачасемпе, йӗкел пуҫтарма тухрӑмӑр. Тӗкӗрҫ ращщинче ӗҫлекенсем йӗкел пуҫтарма чӗнсе акци-конкурс иртереҫҫӗ. Ҫав конкурса хутшӑнса, лайӑх ҫанталӑкпа килленсе, эпир шӑматкунхи куна усӑллӑ ирттертӗмӗр тесе шутлаҫҫӗ ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хули 54-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Историпе культура центрӗ умӗнче пӑчкӑпа касакансен Пӗтӗм тӗнчери 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. «Химик» культура керменӗ умӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче ачасем асфальт ҫине пурӑпа ӳкерсе тупӑшнӑ. Уявра ал ӑстисен тата вырӑнти предприятисем кӑларакан ҫакӑр таврашӗсен ярмӑркки иртнӗ. Кӑнтарла иртни 3 сехетре «Рок-Актив» рок-фестиваль иртнӗ. Унта ҫамрӑк юрӑҫем хутшӑннӑ. Каҫхине А.Г.Николаев ячӗллӗ тӗп стадионта «Мистер Твистер» ушкӑн юрланӑ.
Чӑваш Енре «Хорло» тулли метражлӑ фильм ӳкерме палӑртнӑ. Режиссерӗ — Марат Никитин. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Фильм мӗн пирки пулӗ-ха?
Марат Никитин каланӑ тӑрӑх, Хорло ятлӑ хӗр аслашшӗпе ҫынсенчен аякра пурӑнать. Вӗсем утар тытаҫҫӗ, пыл сутаҫҫӗ. Вӗсене урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Анчах пӗррехинче Хорло сарайра аманнӑ арҫынна Соктона тупать. Хорла ӑна юратса пӑрахать, арҫынна сыватас тесе вилнӗ амӑшӗн пулӑшу ыйтать. Лешӗ пулӑшать. Анчах Сокто сывалнӑ хыҫҫӑн ҫухалать. Хорлон вара ҫие юлать. Аслашшӗне каламасӑр полицире ӗҫлекен инкӗшӗ патне каять. Соктона СИЗОра шыраса тупаҫҫӗ. Вӑл темиҫе эрне каялла тарнӑ преступник-мӗн. Халӗ вӑл Хорлона палламасть те тейӗн. Инкӗшӗ Хорлона аборт тума хистет, анчах хӗр ачана хӑварма йышӑнать. Вӑл каллех хӑйӗн тӗнчине, аслашшӗ патне, таврӑнать.
Сценӑсене пӗр вырӑнта кӑна мар ӳкерӗҫ. Ӳкерӳ Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Канаш ҫывӑхӗнче, Йӗпреҫре пулӗ. Тӗп эпицентр чӑваш ялӗ пулӗ.
Чи малтанах фильма Пушкӑрт Республикинче ӳкерме палӑртнӑ. Анчах ку тӑкаклӑ-мӗн. Чӑваш Енре хитре вырӑнсем нумай.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Пуҫлӑх пуканне Эдурад Львов полиции капитанне шанса панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗнче Львов 10 ҫул ытла ӗҫлет-мӗн. Ҫӗнӗ хуҫапа ҫул-йӗр инспекцийӗн спутник-хулари ӗҫченӗсене паллаштарнӑ ӗнтӗ.
Ведомствӑна унччен ертсе пынӑ Дмитрий Лимонов полиции капитанӗ тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ иккен.
Ҫак шухӑша ӗнер Xӑваш Ен Элетперӗ Михаил Инатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ чух палӑртса хӑварнӑ. Унта ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ май вӑл Кирилловсемпе Аверкиевсен нумай ачаллӑ ҫемйисене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тыттарнӑ. Ҫапла телей лекнӗскерсем малашне Строительсен урамӗнче пурӑнма тытӑнӗҫ.
Михаил Васильевич Чӑваш Енре тата ҫӗршывра нумай ачаллисене пулӑшнине палӑртнӑ. «Ҫирӗп ҫемье — пирӗн общество никӗсӗ. Хӑсен тӗслӗхӗпе ачӑрсене ыранхи куна шанчӑкпа талпӑнма пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп», — тенӗ Элтепер.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хула мэрӗ Александр Сироткин ӗҫрен кайни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Regnum информаци агентстви ун чухне пӗлтернӗ тӑрӑх, Сироткина Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хулари ҫул-йӗр япӑххишӗн, ҫӳп-ҫапшӑн, строительство ӗҫӗсем пӗчӗк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене тухӑҫлӑ татса пыманшӑн нумаях пулмасть ҫын умӗнчех ятланӑ. Халӗ, ав, Сироткинӑн, асӑннӑ отрасльти тӑрӑма йӗркелесе яма шанӑҫ пур темелле-тӗр: вӑл муниципалитетӑн «Ҫӗнӗ Шупашкар хулин коммуналлӑ сечӗсем» унитарлӑ предприятине ертсе пырӗ.
Асӑннӑ предприятире унччен пуҫлӑхра тар тӑкнӑ Александр Краснов вара малашне Александр Сироткина пӑхӑнса ӗҫӗ — вӑл ӑшӑ сечӗсемшӗн пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |